Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГС уйрӑменче паян икӗ ҫурални ҫинчен паракан свидетельство алла тыттарнӑ — 277 тата 278-мӗш номерлисене. Саманчӗ те савӑнӑҫлӑ — ара, юпан 24-мӗшӗнче Хурамал ялӗнче пурӑнакан Хораськинсен кил-йышӗнче йӗкӗрешсем ҫуралнӑ. Кӑҫал вӗсем районта — пӗрремӗшсем, вӗсенччен йӗкӗреш пулманччӗ-ха.
Хораськинсен ҫемьинче телей йӑва ҫавӑрчӗ темелле — вӗсен кил-йышӗ тахҫантанпах кӗтнӗ арҫын ачасемпе пуянланчӗ! Василийпе Константин — тӑваттӑмӑшпе пиллӗкмӗш ачасем пулӗҫ. Халӗ ӗнтӗ аппӑшӗсене — Альбинӑна, Алинӑна тата Аннӑна — пысӑк ҫемьере кичем пулмех!
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай районӗн шахматисчӗсемпе Йӗпреҫ районӗн командисем хушшинче тӗлпулу-матч иртрӗ.
Туслӑх матчне 10 хӑма ҫинче йӗркелерӗҫ (шӑп ҫавӑн чухлӗн килнӗ хӑнасем — 9 каччӑ та 1 хӗр). 30-шар минутлӑ регламентпа шахматҫӑсем икшер парти вылярӗҫ. Район чысне И.Соловьев (1-мӗш хӑма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хӳтӗлерӗҫ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑвайсем 14,5:5,5 шутпа ҫӗнтерни паллӑ пулчӗ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпӑр хӑй хӑми ҫинче хӑнасенчен 2-шер очко илме пултарчӗҫ. Ыттисем очкосене ҫурмалла пайларӗҫ. Йӗпреҫсем япӑх мар выляҫҫӗ, ҫакна пирвайхи 4 хӑма ҫинчи тӗлпулусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӑнасем кунта тӑвайсенчен ҫур очко ытларах та пуҫтарчӗҫ (4,5:4,0).
Тӗп вӑйӑсем хыҫҫӑн 5-шер минутлӑ икӗ партирен тӑракан блиц пулчӗ. Блицра та тӑвайсем ӑнӑҫлӑ вылярӗҫ.
Ҫак тӗлпулӑва Эдуард Сергеевич Николаев (Йӗпреҫ) ветеран йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тӑвайсене Йӗпреҫе йыхравларӗ — кунта вӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ иккен.
Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке тӑрӑхӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсем» иртеҫҫӗ. Ҫак кун республика шайӗнчи виҫӗ мероприятии иртмелле.
Пӗрремӗшӗ — «Камай уйӗн урхамахӗсем» ятлӑ хресчен лашисен ӑмӑртӑвӗ, вӑл кӑҫал вунулттӑмӗш хут иртет. Кунта куракансем юланутҫӑсем 1 ҫх та 330 метр тӑршшӗ чупнине курма пултарӗҫ. Ҫакӑнтах йывӑр туртакан лашасен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, вӗсен пӗр тонна тиенӗ урапана 120 метр тӑршшӗне вӑхӑтпа туртса тухмалла, тата 30 метр тӑршшӗне чи йывӑр урапа туртса тухассипе кӗрешӗҫ. Кӑҫал «Камай уйӗн урхамахӗсем» программине ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ: ятарласа хатӗрленӗ ипподромра юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, кунта хытӑ чупакан лашасем ӑмӑртӗҫ.
Ҫакӑнпа пӗрлех Камай уйӗнче Республикари ял тӑрӑрӑхӗсен ушкӑнӗсен VI-мӗш Спартакиади иртӗ. Унӑн программине ҫак ӑмӑртусене кӗртнӗ: пӗр пӑт таякан пукана хапха урлӑ пересси, 80 кг таякан мишукпа чӗркуҫленсе ларасси тата сӑрт тӑрӑх чупасси.
Ҫав вӑхӑтрах Республикари вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсен V-мӗш кунӗ иртет. Кунта вара волейбол тата футбол ӑмӑртӑвӗсем, эстафета тата сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
Пурне те авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсене» чӗнетпӗр. Ӑмӑртусем 11 сехетре пуҫланаҫҫӗ.
Ӗнер республикӑн хӑш-пӗр районӗсем урлӑ вӑйлӑ ҫил иртнӗ тет. Шупашкар патӗнче, сӑмахран, йӗрӗ те курӑнманччӗ. Шар курнӑ районсем: Ҫӗрпӳ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар (пӗлтертӗм ӗнтӗ — Шупашкар ҫывӑхӗнче ҫил нимле сӑтӑр та туман) тата Елчӗк. Ытларах Сӗнтӗрвӑрри районӗ шар курнӑ иккен — ҫилпе пӑр 302 киле сӑтӑр тунӑ, 48 ял (9 000 ҫын) ҫутӑсӑр юлнӑ. Республикӑпа пурӗ 71 ял ҫутӑсӑр юлнӑ, паянхи ир тӗлне вӗсенчен 36-шӗнче ҫутта тавӑрнӑ (тата 35 ялта ҫутӑ тавармалла — пурӗ 3 400 кил).
Инкек курнӑ ҫынсене Правительство хӑвармӗ — ҫӑмӑл кредитсем илме пулӑшӗ, ҫил-тӑвӑл пӗтернӗ тырӑпа ҫӗрулмишӗн укҫа-тенкӗ уйӑрӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пӗлтернӗ тӑрӑх пӑрлӑ ҫумӑр Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче 400 тата 1600 гектар лаптӑкра тырра пӗтернӗ.
Утӑн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ — ӑна никӗсленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ял уявне пуҫланӑ май ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ Йӗпреҫри этнографи музейӗн директорӗ Александр Майоров хӑйӗн сӑмахӗнче ял пуриншӗн те питӗ хаклӑ та тӑван пулни пирки пӗлтерчӗ — тавралӑхӗ те, ҫаранӗ те, вӑрманӗ те, пӗвисемпе шывӗсем те. «Тӑван килпе атте-анне вара пахаран та паха», — терӗ вӑл уява уҫнӑ май.
Савкка ялӗ епле пуҫланса кайни пирки те каласа пачӗ Александр: выслӑх пуҫланнӑ май ку вырӑна чи малтан Пучинке ялӗнчен Фёдоров Максим Фёлорович куҫса ларнӑ иккен. 1922 ҫулта ҫапла май урам йӗркеленнӗ — Мӑшӑр урам, ҫулталӑкран тепӗр урам — Хӑрах урам. Александр Майоров яла куҫнӑ малтанхи ҫынсен ячӗсене пӗлтерчӗ: Клементийпе Василий Руссановсем, Егор, Иван тата Фёдор Варламовсем. 1930 ҫулта кунта колхоз йӗркеленнӗ, ятне «Красная Нива» (чӑв. Хӗрлӗ пусӑ) панӑ пулнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ун председателӗ вырӑнне Тимофеев Аркадий, Сергеев Николай, Пименов Василий, Степанов Егор тата ыттисем йышӑннӑ.
Ҫураки ӗҫӗсем вӗҫленсен чӑваш халӑхӗ Акатуй уявӗнче савӑннӑ. Темиҫе кун маларах хатӗрленнӗ уява — йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн канни питӗ те усӑллӑ, тата акнӑ тырӑ ӑнса пултӑр тесе чӳклени те кирлӗ-ҫке. Уяв умӗн кил-ҫурта тирпейленӗ, кашни кил Акатуя ирттерме кашни мӗн те пулин панӑ — пир-авӑр, кӗпе, сурпан тата ытти — вӗсем пурте парне шутне кӗнӗ.
Акатуя ваттисем пуҫланӑ — вӗсем ҫураки епле иртнине пӗтӗмлетнӗ, Турӑран ырлӑх ыйтса чӳкленӗ. Халӑх пухӑннӑ май пӗр-пӗр ыйтӑва пӗрле канашласа сӳтсе явни те час-часах пулнӑ ку уявра. Малалла вара тупӑшу-кӗрешӳ пуҫланнӑ — кам чупса, кам сиксе, кам кӗрешсе, кам ухӑран тӗл персе мала тухма тӑрӑшнӑ. Вӑййисем чӑнах та тӗрлӗрен пулнӑ, карусельпе чуччу таврашӗнчен вара ача-пӑча уйрӑлма пӗлмен. Хальхи вӑхӑтра ытларах вӗрен туртасси, футбол, волейбол вӑййисене ирттереҫҫӗ. Дартс, артреслинг, пневматика пӑшалӗнчен пересси те тӗл пулать.
Йӗпреҫ районӗнчи Акатуй ҫӗртмен 16-мӗшӗнче иртӗ. Кӑмӑл пулсан эсир Йӗпреҫри культрӑпа кану паркне пыма пултаратӑр, пуҫламӑшӗ 11 сехетре.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем вӑййа тухрӗҫ. Ҫанталӑкӗ те илемлӗ пулчӗ¸ хӗвелӗ пӑхать¸ шкул ҫумӗнчи стадион сарӑ чечек кавирӗпе витӗннӗ. Ҫакӑнта ҫерем ҫинче ҫамрӑк хӗрсемпе каччӑсен вӑййи ҫаврӑнать. «Илемлӗ¸ илемлӗ¸ чӑваш вӑййи илемлӗ…» янӑрать таврана вӑйӑ юрри. Ӑмсанмалла хитре тӗрӗ-эрешлӗ чӑваш кӗписем тӑхӑннӑ¸ ахах-мерчен тухьяллӑ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ курма килнӗ ял халӑхне чуна уҫӑлтаракан сӑвӑ-юрӑпа¸ ташӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Уяв концертне вӗрентекенсем «Чечеклен¸ Чӑваш ен! юрӑпа уҫрӗҫ¸ ун хыҫҫӑн кашни класс хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Чи хаваслӑ самант вара аслӑ класра вӗренекен хӗрсемпе каччӑсен тупӑшӑвӗ пулчӗ. Хӗрсем кӗвентепе шыв йӑтрӗҫ, чечек ҫыххи пуҫтарчӗҫ.., каччӑсем пӗр-пӗринпе вӑй виҫрӗҫ, вӗрен туртрӗҫ…
Халӑх йӑли-йӗркине, сӑмахлӑхне, юрри-кӗввине сыхласа хӑварас тесе йӗркеленӗ уяв кӑҫал 15-мӗш хут иртрӗ. Кӑҫалхи уява пучинкесем Республикӑра Чӑваш чӗлхи тата Чӑваш Патшалӑх Символӗсен кунӗсене уявлама пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалларӗҫ.
Мӑнкун — провослави тӗнне ӗненекенсен чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявӗ. Христос чӗрӗлнине палӑртакан куна вӗсем: «Пур уявсен уявӗ», — теҫҫӗ. Ӗненекенсем ҫак ҫутӑ вырсарникун Иисус шуйттан хӑватне ҫӗнтернине, урӑхла каласан, Ырӑ Усала ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫавна май савӑнаҫҫӗ. Ҫак кун пур ҫын та начаррине манса лайӑххи пирки ҫеҫ шухӑшлать, ырӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленет.
Мӑнкуна Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем те лайӑх хатӗрленсе кӗтсе илчӗҫ: паян шкулта «Асамлӑ ҫӑмартасем» ӑмӑрту иртрӗ. Конкурса вӑтам тата кӗҫӗн класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ӑсталанӑ Мӑнкун ҫӑмартисем ҫав тери асамлӑ та илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Уйрӑмах ҫак ачасен пултарулӑхӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ: Ермолаева Ясминӑн (6 кл.) «Чӑх-чӗп картинче», Васильева Светланӑн (5 кл.) «Эп ҫуралтӑм», Павлова Августинӑпа Яковлева Иринӑн «Тутлӑ мӑшӑр», Шельтямова Виолеттӑн (2 кл.) «Асамлӑ кайӑк», Шельтямова Анжелӑпа Харитонова Лианӑн (2 кл.) «Шӑши тус», Шибаева Татьянӑн (2 кл.) «Мулкач тусӑм», Школьников Стасӑн (3 кл) «Ман хаваслӑ чӗппӗмсем» ӗҫӗсем.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта час-часах тӗрлӗ спорт вӑййи-ӑмӑртӑвӗсем ирттереҫҫӗ. Паян та, пушӑн 10-мӗшӗнче, уроксем хыҫҫӑн 5-11 класра вӗренекенсем шкул ҫумӗнчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухрӗҫ. Кунта биатлон ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Кӑҫал кун пек ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртнӗрен шкул ачисемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те ку эстафета питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.
Эстафета 3 ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра — 5-6 классем. Вӗсем хушшинче улттӑмӗшсем 1-мӗш вырӑна тухрӗҫ, пиллӗкмӗшсем — 2-мӗш вырӑна. Иккӗмӗш ушкӑнра — 7-8 классем. Кунта 8а — 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ, 7 класс — 2-мӗш вырӑн¸ 8б — 3-мӗш вырӑн. Виҫҫӗмӗш ушкӑнра аслисем, 9-11 классем, пулчӗҫ. Аслисем хушшинчи кӗрешӳ ҫивӗчрех иртрӗ. Вунпӗрмӗшсем 1-мӗш вырӑна, вуннӑмӗшсем 2-мӗш вырӑна¸ тӑххӑрмӗшсем 3-мӗш вырӑна тухрӗҫ. Пӑшалтан тӗл перессипе 6 класра вӗренекен Настя Федоровӑпа Алеша Васильева ҫитекенни пулмарӗ.
Амӑрту питӗ хаваслӑ иртрӗ. Ҫанталӑкӗ те паян лӑпкӑ пулчӗ¸ ҫурхи ӑшӑ хӗвел пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерчӗ.
Пучинке вӗрентекенӗсем ачасем ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳссе ҫитӗнччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пневматикӑллӑ пӑшалтан тӗл перекенсен районти IX уҫӑ турнирӗ иртрӗ. Кӑҫал ӑна Совет салтакӗсене Афганистан ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа 23 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак ӑмӑртӑва пуҫласа йӗркелесе яраканӗ — 1987–89 ҫулсенче салтак-интернационалист тивӗҫне Афганистанра чыслӑн пурнӑҫланӑ Пучинкере ҫуралса ӳснӗ Валерий Михайлович Иванов.
Ку ӑмартӑва кӑҫалхипе 9-мӗш хут ирттерчӗҫ. Уяв пӗлтерӗшӗ ӳссех пырать¸ ӑмӑртӑва хушӑнакансем те кашни ҫулах ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 12 шкултан 15 ушкӑн хутшӑнчӗ¸ вӗсем хушшинче — Канаш районӗнчи Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ Янкӑлч шкулӗнчен килнӗ команда.
Ҫак кун уява отставкӑри генерал-лейтенант, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов¸ унӑн шӑллӗ Александр Гаврилов подполковник¸ «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗ» регионти общество организацийӗн¸ Афганистан ветеранӗсен Союзӗн республикӑри тата районти уйрӑмӗсен представителӗсем килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |